– Ырa кун пултaр, – чeнтeм хайхи ?уммaн иртсе пыракан пикене.
– Ырa ?е?, – хирe? хуравларe пике, – сире мeн-тaр кaсaклантарать? – ман ?ине тинкерсе пaхрe вaл.
– Манaн архив докуменчeсенче пурччe кaсaк, – т?рремeн патлаттарса хутaм.
– Тaвансем пирки? Е тата мeскер?
– ?ук, пачах урaх. ?авах та хальхи самантра питe кaсaклантарать.
– Хaш тапхaр интереслентерет?
Эпe кaшт ?ухалса кайрaм, ара, ?улeсем пирки пaхма пу? та ?итеймерe, тата тeттeмре a?та унта тeм те пeр шыранма. ?авах та:
– 1900 мeш ?ултан 1930 мeш ?улсем, – терeм.
– Кaштах кeтерех тaрaр. Халe пaхса илетeп, мeскерпе сире усaллa пулма пулать, – пике ?аврaнса утрe ?ывaх кабинета, эпe вырaнта юлтaм. Вaхaта ирттерес шутпа стена ?ине ?ыпa?тарнa хуисене вуларaм. Кaштахран пике кутaн тухрe те, ман пата ?ывхарса:
– Ка?арaр та, анчах сире интереслентерекен хутсем ?ук. ?авах та сире музея кайса пaхма канаш пама пултаратaп. Унта пeтeмпех пулма тивe?.
– Таймапу?. Ка?ару ыйтатaп сире ахальтнех чaрмантарнaшaн. Чипер юлaр, – тесе тухса кайма кaна юлчe eнтe мана.
Малалла нимeн тума аптраса, машина ?ине вырна?рaм. Музейра пулшу к?ме пултарасса шанчaк сахал та, анчах манaн урaх ниa?та та тупма ?ук интереслентерекен хыпара. Вaхaт майeпен шуса вуникe сехет те ?итетчe-ши, музей умне пырса чарaнтaм. Музейре пeр-пeр мероприятие хатeрленетчe? пулас, пурте вырaнта. Пeр музейaн сотрудникe патне ?ывхарса ыйтрaм хама кaсaклантаракан документсем пирки. ?ийeнчех теми?е папка к?рсе хучe ман уман ума пике. Тимлeн вулама пикентeм хутсене, анчах мeнле шырансан та пeр хут ?инче те Галактионова Апполинария ?инчен асaнни ?ук. Икe хутчен асaнни пурччe ку хушамата, анчах ар?ынсем. Тен, тaванeсем, мeнле-тaр ?ыхaну вeсен хушшинче пуррине те тупмарaм. Тав туса музейран тухрaм, ?aва патне кайса тепeр хутчен тeплeнрех пeлес шутпа. Тен, палaк мeнле-тaр шухaш парe, ку?а у?e?
?aва, eмeрлeхе канлeх тупнa чунсен лаптaк, месeрле хула мана шaплaхпа кeтсе илчe. Кайaксен ?уйхашни те илтeнмест, ?ул?aсем те йывa?сем ?инче вaтаннaн усaннa. Машинaна хапха умeнче хaварса иртрeм шала. Ка?хине палaк хапхаран кeрсен ин?ере те мар пeк туйaннaччe, ытла та хaвaрт ?итрeм-?ке ун чуне, чaнласа аванах шала иртмелле пулчe. Халe кун ?утинче тeрeс-тeкелех сaнаса пaхрaм палaка. Тарaн хуйха путнa пирeшти, умeнче, ура вe?eнче у?са хунa кeнеке. У?a страницaсем ?инче хушамачe, ячe, ?улeсене палaртнa. Халe aнланса илтeм хамaн йaнaша, ?ирeммeш eмeрeн пу?ламeшe мар, вунтaххaрмeш eмeртех пурaннa хайхи хeрарaм. Апла вара, музейре тeл тунa ар?ынсем мaнукeсем пулма пултара??e, енчен те мeнле-тaр ?ыхaну вeсен хушшинче пулсассaн.
Мeн чухлe вaрттaнлaх упранать месeрле хулара. Кашни палaк е хeрес айeнче хaйeн историйe, хaйeн вaрттaнлaхeсем. Кашни пурaннa, eмeтленнe… Палaк ?умeнче тaнa хушaра шалти туйaмпа ?умра кам-тaр пуррине сисрeм, те тата Апполинария хaех пулчe ?акa. Анчах та мeскер пeлтересшeн пулчe вaл, мeскер каласшaнччe, эпe ?ав-?авах пeлмесeр юлтaм.
Aнсaртран, шухaша пeр саманта сирнe хушaра, ?уммaн ватa ?е? мучи тaнине курах кайрaм. ?и-пу?e иплe, сaн-пичe ?инче сухалe те мaйaхe те наукaра тaрaшакансен евeр.
– Чылайранпа ун патне никам та килменччe, – терe вaл aнсaртран, аванлашмасaрах, енчен те кaшт пaрaннa хы??aн ?ывхарнaн.
– Чечек ?ыххи вара? – ыйтрaм эпe, ка?хине кунта чечек ?ыххи курнине аса илсе. Кунта тата тепeр тeлeнмелли килсе тухрe. Палaк ?ывaхeнче те, аяккинче те чечексем ?ук. Палли те ?ук.
– Эсир шурa чечексем пирки? – хуравласса кeтмесeрех малалла тaсрe, – тaк, вaл вeсене хaй илсе килет.
Ар?ыннaн сaмахeсем мана пушшех ?ухатса ячe?. Эпe чeлхене ?ухатрaм темелле. Ку самант ар?ыннaн тимлeхeнчен вe?ерeнмерe пулас, тата та чeнчe: – эсир ан тeлeнeр. Месeрле хулара сахал мар тeлeнтер?, сыввисене aнланма ?ук, пулса иртет.
Халe, ак, тимлeн сaнаса пaхрaм ун ?ине. Кaшт тaна ?ухататтaм, ун хы?eнчи япаласем витeр курaна??e. Мана eнтe ?ийeнчен темeн тeлeнтерчe унaн сaмахeсенче, анчах та эпe ун ?ине ?аврaнса пaхманччe. Тата ?eр аллa ?улхи ?ыншaн ытла та патвар та ?амрaк курaнать-?ке.
– Яш тусaм, сире сахал мар тeлeнтер? кeтет пурнa?ра, – пу?ларe вaл хaйeн сaмахне, енчен те эпe унaн тусe пулнaн. – Апполинарийaна эпe ?ирeм ?улта пулнa чухнехинченех астaватaп. Вaл ун чухне Салтыкова хушаматпа ??ретчe, кaмaлсaрланатчe унтан. Хaв та илтнe пулe Салтычиха текен чунилли ?инчен. ?ук, вaл чуниллипе тaванлaхe ?укччe вeсен, енчен те ытла аякран пулмасан. Каярахпа Галактионов генерала качча тухсан тинех савaнчe, хуть a?та та хeр хушаматне пытарма тaрaшатчe. Чылай пурaнмарe? вeсем хулара, Питeр хулине тухса кайрe?. Вaл вaхaтра пeр тапхaра ?ухатрaм aна. Теми? ?улччен Апполинария ?инчен пeр сас-хура та ?укччe. Упaшки генерал пурнaсран уйрaлса кайсан, пeринче хулара килсе тухрe. Виличчен те хура тумне пaрахмарe ?ийeнчен, a?та килсен те хура тум сырнaччe.
Эпe вара ?ав кeвех ?ухалса кайнaн итлесе тaтaм, ар?ыннaн сасси тарaн пусaран евeр ?итрe манaн хaлхана. Кам сиртен ?акнашкал самантра урaхла тaнa пулeччe? Халиччен те пурнa?ран eмeр каярах уйрaлнa ?ын мeлкипе тeл тусан? Вaл кaна-и? Чeрe, сывa ?ын евeр кала?сан? Ар?ын ман ?ине пeр тимлeх уйaрмасaр тeпчет: – пурнaсран та aнсaртран уйрaлчe…
Темeн, тe ура айeнче типe турат ху?aлнинче пулчe тeп сaлтавe, анчах та ар?ын ку? умeнчен ?ухалчe. Ку?а тeлленчe тесессeн, ка?хине сыпманччe-?ке, ?авах та машина ?инче руль умeнче ??ретeп. Тата чечексене асaннине аса илсе каллех пaхса илтeм вaл вырaна. Тусанe те кaшт та шaлaнман, чечексем пулнa-тaк йeр юлмалла-?ке. Анчах та, ка?хине хамaн ку?па хам куртaм вeт вeсене унта! Хайхи ар?ынна курнa евeрех. Унaн та пeр йeр те юлман, вaл тaнa вырaнта курaк та таптанман, ?ав-?авах ?eкленет.
«Вaт манaн отпуск пу?ланать!» – аванмарланса шутласа илтeм хам ?е?.
Чултан каснa пирeшти умeнче тата та кeтерех тaтaм ар?ын килсе тухасса, тaтaшах. Вaл татах курaнмарe. Хeрессемпе памятниксем ?е? йeри тавра курaна??e ку? умне. Вилнисен тeнчипе сыввисен тeнчи сайра хутра хирe? пула??e. ?aваран тухнa хы??aн, манaн кaшт та информаци пулчe тeлeнмелле мeлке пирки, анчах та вeсем мана пушшех аптратса ячe?. A?тан, мeнле майпа килсе тухрe ар?ын? Мeншeн мана у?рe вaл ?авна? Ыйтусем хуравeнчен ытларах. Тата a?та ?авах та пурaннa вaл Апполинария? Тен, унтанпа мeн-тaр упранса юлнa вaл таврашра? Мeншeн эпe ар?ынран ыйтмарaм ун пирки? Халe ?кeнтeм ?акaн ?инчен, анчах чавса ?ывaх та, ?ыртма ?ук. Шанчaк сахал eнтe, хулара кашни вунa-вун пилeк ?ул хушшинче ?eмeре??e те кивe ?уртсене, ?eнe хaпарта??e. Вaхaчe те аванах иртнe ?авaнтанпа.
Хулана таврaнсан мана кулленхи e?сем тыткaнларe? те, хeрарaм ?инчен шухaшсем сирeлсе пeтнeпе пeрехччe пулe, aнсaртран пeр пулaм килсе тухман-тaк.
Пулса иртрe вара ?авнашкал. Эпe eнтe тeлeрсе те кайнaччe, ?авa хeрарaмaн сaн-пичe килсе тухрe ку? умне. У??aнах мана пeлтерчe вaл: музейре чи курaнакан вырaнта ун ?инчен информаци тупма пулать, имeш. Эпe, тен, вырaна та хуман пулaттaм-ши е, анчах та вaл тепeр ка?хине те тeлленчe. Енчен те манaн ун умeнче парaм пулнaн, ?ине тaрса каларe. Эпe ун ?инчен, пeр ка?хине тeл туман пулсан чeптeм те пeлместeм: те пурaннa вaл, тe ?ук.
?авах та пeр ?ркенмесeр кайса килтeм музее. Ара, кaнтaр кунeнче те канa? памасть вeт шухaш. Музее кeрсенех, йeппе чикнeн туйрaм ?ан-?aва, ?ав туйaмах пeр стенд патне тeллесе уттарчe. Стенд ?инче вара сaн?керчeк курах кайрaм. Ку сaн?керчeк ?инче пионерсен ?уртне сaнарланa. Кам пeлсе ?итме пултарнa, ?авa ?урт иртнe eмeрте генералaн тaлaх арaмeн, Галактионова Апполинарийaн ?уртчe икенне? Анчах та пурте ?апла.
Тепрe ыйту канa?сaрлантарчe: мeншeн вaл халиччен те тaнa?ланмасть? Мeншeн сыввисен канa?не чaрмантарса ??рет? Эпe тата тарaнрах тeчеме тытaнтaм. Апполинария ?уртра пeчченех пурaннa, теми?e тар?a хeр тытнa ?урта пaхса-тасатса тaма. Хыткaн пулнa Апполинария е ?ем?е чунлa, ун пирки нимeн те пeлме ?ук, анчах та пeр тар?a пике хулари ?амрaкпа явa?са кайнa. Кун ?инчен ху?а арaмe пeлсе ?итсен, пeр пуссaр кaларса ывaтатaп тесе юнать пикене. Пике вара савнине вe?ертнe кун ?инчен. Чылай та вaхaт иртмест, Апполинарийaна пeр ирхине юнлa вырaнe ?инче тупа??e, кaкринчен ?e?пе чикнe. Паллaх, пeрремeш качча сeтeрме тытaна??e. Тата камaн сaлтав пулма пултартaр ват ?ынна пурнa?ран уйaрма?
Хулара чылай вaхaт халaх шавлать кун ?инчен. Хaшe ?ине тaрса явап тыттармалла, тенe качча. Паллa eнтe, халaха шавласа пултaр, чaн сaлтавне пeлсе ?ите??e-и, ?ук-и, сас-хура т?перен те ??ллeрех ?eкленет. Анчах вeсене кaмaлсaрлантарса ?амрaка нимeн те тума??e. Айaпсaр ?ынна епле явап тыттарма пулать? Вaл ка?хине каччa тепeр хeрарaм патeнче пулнa ирччен, ун пирки пeр кaсaксaр ?ынсем ?ирeплетсе каланa. Вeсем хaйсем те тeрмене ларттарнa пулeччe?-ши, ?авах тeрeсне хирe? кайма вaй-хал ?итермен полици участокне йыхравласан. Кам пулнa вaл хурах, вeсне-хeрне тупмасaрах eсне хупа??e. Апполинарийaн аслa ывaлe, вырaнти тиек ?ырупа ?ырса пeлтернe хы??aн, Питeр хулинчен килсе тирпейлесе пытарать амaшне, пирeшти палaкне чултан кастарать ма?тaра, пурне те вe?лесен кутaн тухса каять тaван ?емьи патне. Тепeр кунхине палaк ?инче куракансем шурa чечек ?ыххи асaрха??e. Кам килсе хунa, кун пирки никам та пeлсе ?итмест. Хулари ватaсем каланa тaрaх, ?авaнтанпа вaл ка?хине кашни ?ул палaк патeнче чечек ?ыххи курaнать те ?eтет.
Анчах та… анчах та халиччен те никам та хaйeн ку?eпе хaй курни ?ук кaна кам илсе килнине…
?ын ку??улe ?eр ?ине ?кмест
Шaплaха сирсе шалтaртатса-кeмсeртетсе тимeр хапха ун хы?eнче хупaнчe. Ирхи тeтреллe ?анталaк сирeлсе те ?итетчe, ?авах сывлaшра н?рeк у??aнах туйaнса тaрать. Т?пене карса илнe кeрен пeлeтсем хушшинчен хeвел пайaркисем тaсaла??e ?eр ?ине: кун aшa, хeвеллe пулма тивe? апла. Хапха патeнчен уйрaлса теми?е утас утасланa хы??aн кaна ?еруш хaйса кялла ?аврaнса пaхрe. ??ллe х?ме ?ийeнчен улт-?ичe рет йeплe пралук тaсaлать хапха икe еннелле, хушaран йытaсем вeрни те ?итет хaлхине. ?еруш вaтaр ?ула ?ывхарса пыракан каччa: кeрнеклe, латака хул-?урaмлa, ?аврашка пичe ?инче тарaн вырна?нa ку?eсем т?рех ку? тeлне пула??e. Тискеррeн пaха??e ку?eсем таврана: енчен те кам-тaр айaплa унaн aнман пурнa?eнче. Ултa ?ул ытла иртрe каччa пурнa?e ?акa хапха шал енче. Калама кaна вaл ансат, ?амрaк вара кашни кунне ?е? мар, сехетне те шутлатчe ирeке тухассине.
Вaрах вaхaт тaван сасaсене илтменрен, таврара шaплaх ху?аланнaн туйaнчe aна. Трактор кeрлени-и е автансем авaтни хaлхана ?урса кeриччен. Унaн тунсaхне ?акa сасaсемшeн калама та сaмах ?итес ?ук. Кашни кун ?кa сасaсем хaлхара тaрсан эпир вeт вeсене тимлeхе те илместпeр: пур аван, ?ук темeнех мар. Каччa утасeсене хaвaртлатса ин?ерех пaрaнас терe кунтан. Ултa ?ул хушшинче ашшeпе амaшe e?мелли-?имелли к?мен-тeк ?итменне тата почтaпа ещeкe-ещeкeпе ярса паман пулсассaн, мeнлерех пурaнса ирттерeтчe-ши вaл ?ак ?улсене? Yкeтлени те пулнa eнтe, вaр?нa самантсем те – ытахальтен хупса хумарe? вeт aна, ирeрен уйaрмарe?, ?авах та мeнле хaртсассaн та, амaшe шеллет aна. Кашни аннешeн хaй ачи хаклa ?ав, хaть ми?е ?улта пулсан та. ?ул тaрaх утнa май, ?еруш хирe? килекен ар?ынна асaрзарe. Танлашса ?итсессeн, каччa:
– Ырa кун пултaр сире, – тесе чeнчe.
– Аванах-ха, – хуравларe ар?ын.
– Автостанци е чукун ?ул чарaнaвe хaш вырaнта вырна?нине пeлтерсемччe, – ку?eнчен пaхрe ар?ынна ?еруш.
– Хаваспах, ?акa урампа ?ур ?ухрaм ытларах иртсен, сулахаялла пaрaнaр, т?рех ку? тeлне туха??e иккeшe те.
– Таймапу?, ырa ?ыннaм, – сывпуллашса уйрaлса кайма хатeрленнeччe ?е?, татах ?аврaнчe: – енчен те май пулсан пeр пируспа тивe?тереймeр-ши?
Пируса тивeртнe хы??aн вaл малалла васкарe. Чaнласа та, кaшт вaхaт та иртмерe, ку? умне пулчe автостанци. Халaх йышлaн явaнать т?ремре: ?ул ?ине тухнисем, aсатакансем – кала?а??e, ш?тле??e, кула??e. ?ерушaн чунeнче темeн-капланса тaвaлса килчe: пeрремeш кун ирeкре. Куна мeскерпе танлаштарса пулать-ши? Ку?eсенчен ку??ульсем те сисeнмесeрех тапса тухрe?, макaрас килчe каччaн ача чухнехи евeр.
Акa вaл кассaсем патне ?ывхарса билет ыйтрe. ?ийeнчех вaл автобус ?ине билет туйянма умкай пулчe, ?авах та кaшт уйланa хы??aн шухaшне ылмаштарса пуйaс ?ине туянас терe. Пeкeлме хулине ?итиччен ми?е хутчен автобус ?инчен автобус ?ине ку?са лармалла, пуйaсe вара т?рех Пeкeлмене ?итиех. Билетне туяннa хы??aн, ?еруш йeри-тавра пaхкаларe те, кeтесре вырна?нa киоск енне ?ул тытрe, пирус туянчe. Курупкaна у?са пeр пируса ?ийeнчех тивeртсе мaкaрлантарса те ячe. Й??e тeтeм ?пкине кeрсе минтретсе ячe, ара, ка?хинче туртнa хы??aн ку вeт иккeмeш пирус ?е?. Унтан васкамасaр, у?aлса ??рес шутпа, ?уммaн вырна?нa пасара кeрсе тухма шут тытрe.