Оценить:
 Рейтинг: 0

Юратап эп сана

Год написания книги
2019
<< 1 ... 14 15 16 17 18 19 >>
На страницу:
18 из 19
Настройки чтения
Размер шрифта
Высота строк
Поля

?имун вара пульницаран тухсанах вокзала ?ул тытса пуйaс ?ине билет туянать Амдермaна. ?амрaк чухне пeрре ?е? мар eмeтленнeччe вaл ку хулара пулса курма. Тинех eмeчe пурнa?ланать. Eмeтленнe пек пулмасан та, ?авах… Хула айaплa мар-?ке, капла унaн пурнa?eнче пырса тухнине. Яш чухне икe хутчен те чeнсе ?ыру янaччe, те пeр кaлтaк, те тепeр кaлтaк, каярах ?емье ?авaрсан вaл шухaш пулмарe.

Арaмeпе уйрaлма та васкамарe. Енчен те арaмe уйрaлу пирки e?-пу? хускатсан – хускаттaр. ?имун хулана ?итсен пу?eпех кeрсе ?крe e?е. Пултаруллa ?ынсем хуть a?та та кирлe. E? профилe унaн иртнинчи кантуринчен ытла уйрaлса тaмасть. Икe ?ул ?урaра самаях ?eкленчe вырaнта.

Пeр пулaм ?е? тaнa?сaрлантарчe ар?ынна. Мeн килнeренпе те никампа та явa?са каймарe, хeрарaмсем ?ине ку?eпе те пaхасси килмерe, енчен те пeр Даша ?е? мар, пeтeм тeнчери хeрарaм aна к?рентернe. Хaш чухне хaйне хaй:» Ара, эпe те вeт хама Ухвани? евeр тытатaп», – тенe шухaш ?инче сисетчe.

?ав тапхaрта пeр хутчен те тaван шeкeр хулана кайса курма кaмaл тухмарe унaн. Ак, ыран-паян Мускава командировкaна кайма хутсем хатeрле??e, ?имунaн вара чунe пeртте туртмасть кайма, ?ул ?ине. Кама-тaр ярeччe-ши хaйeн вырaнне, пулмасть ?ав. Ирeксeрех килeшме тиврe.

Пуйaс ?инче вырна?сан, ?ул тaршшeпе Даша пирки шутларe. Темeн пу?а килсе кeчe те, канa? памарe. Мeнлерех пурaнать-ши? Тен, Ухвани?па пeрлешсе кайма та eлкeрнe? «Ухвани?, Ухвани?, мeншeн тeл турaм-ши сана ?ав кун? Тен, санaн парн?не курман-тaк, ирттерсе те янa пулaттaм», – хaй ?е? шухaшларe, тaнa?ланмасaр. Мeнле вара пурте аванччe!

?имун Дашaна юрататчe, урaх никам ?ине те aнсaртран та ку? хывман. Даша та aна ?авaн пекех хирe?ле савнине шанатчe. Арaмe aна нихa?ан та сaлтав паман-?ке. К?лешесси пирки сaмах та хускатма ?ук, пу?ра та пулман. ?авaнпа та ?ав тери те тарaн суранларe ар?ыннaн чeрине пулса тухнa пулaм. Ара, ?ывaх тусeпе улталанa-?ке. Вaт Ухвани?! Вaт сана хусах!

Пуйaс ?инчен аннa-анман, пeрремeш, кама вaл тeл турe, Ухвани? пулчe. ?имун асaрхаман евeр пaрaнса иртсе каясшaнчe те, тусe ?анaран кaтaрт! Туртрe, палласа илсе. Капла та иртсе каятчe пулe, Ухвани? сaмах чeнче:

– Аван-и. Тусaм! Хa?антанпа курна?ман! Паллаштарас тетeп сана. Маша, манaн чeрене тыткaнланa хeр, икe уйaхласа манaн саккунлa арaм! Эпир, акa, халe кaнтaра каятпaр канма. Туй кeрлеттерсе ирттернe хы??aн пу?ласа ?ул ?ине тухатпaр!

– Мeнле? – шак хытса кайрe ?имун, тeлeннeрен, – Даша вара?

– Тaхта-ха, ?имун. Даша… Мeнле Даша? – ку хутeнче аптраса кайрe Ухвани?, – эсe темeн арпаштаратaн. Ка?хине, ?ул ?инче сыпманчe пулe-?ке?

– Чунaм, мeскер тет вaл? – кала?aва Маша хутшaнас терe кaсaкланса, те тата тепeр хeрарaм ятне илтнeрен.

– Кама эсe ?авaн чухне арча парнелерeн, – Машaн сaмахeсене тимлeхе илмесeр, вырана хумасaр Ухвани?е хирe? патлаттарчe ?имун, хeрсе кайса.

– Эпe Маша валли туянтaм вaл арчана. Ана парнелерeм те. Апла вeт, Маша? – арaмe патне ?аврaнчe тeлeнсе аптраса кайнa Ухвани?, енчен те aна вaрaпа тытнaн.

– Икe ?ул каярах парнеленe арча пирки сaмах-и? – тепeр хутчен ыйтрe Маша.

– Паллах! Икe ?ул каярах, тeрeсрех каласан! Эпe aна ?ав арчана суйласа илме пулaшрaм, – Ухвани? вырaннe ?имун хуравларe Машaна.

– Ну, паратaн эсe, пурнa?а! – ?илленсех чeнчe Ухвани?. – A?тан тата шухaшласа кaлартaн эсe Дашaна? Манан пeлeшсем хушшинче те ?акa ятпа пeр ?ын та ?ук, ?амрaк чухне те пeр савние те Даша тесе чeннине астумастaп…

– Апла вара? Апла вара, эсe ?авa арчана Машaна парнеленe тухать? – нимeн чeнме пeлмерe ?имун.

– Машaна пулмасaр. Кама тата манaн парнелес?

– Халe вaл арча a?та? A?та? A?та халe вaл арча? – тен, милицире тeпчев?eсем ?авнашкал кaшкaра??e тeпчеве кeртнe ?ынна. Иртен-??ренсем ?аврaнса пaхкаларe? вeсен енне. Маша хaйне аван мар туйрe.

– Тeрeспе те, a?та вaл? Эпe aна, темeн, курман чылайранпа, – пeр сaмахлa пулчe? ар?ынсем. Маша ?ул ?ине тухине те савaнмарe халe. «Мeншeн ?е? тухса паян», – шухaшласа илчe вaл, енчен те билечeсем юнeрех пулсан, те халех ?аврaнса та кайнa пулeччe-ши.

– Килте паллах, – пeр хумханусaр хуравларe Маша.

– Ара, ?имун, мeскер эсe ?ав арчапа ?ыхлантaн? Тен, эпe aна санaн ук?упа туяннa? – терe Ухвани?, унтан Маша патне ?аврaнса, тaсрe: – Чунaм, эпир кaшт пaрaнар-ха, кала?малли пур.

– Юрать. Эпe кeтетeп.

– ?авах та, aнлантар-ха, арча пирки. A?та вaл халь? – кaшт айккине пaрaнсан тепeр хутчен ыйтрe ?имун тусeн арaмeнчен, шанса пeтмесeр.

– Аван мар килсе тухрe ку арча пирки. Пeлнe-тeк, ?апла килсе тухасса нихa?ан та илмен пулaттaм, -тарaхсах чeнчe Маша Ухвани? пaрaнса кайнa енне пaхса илнe хы??aн, – ун чухне эпe пeрремeш мaшaрпа пурaнаттaм. Ухвани? ?авaн пек те савaнa?па парнелерe арчана! Вaл ?ав тери eмeленнeччe парне мана килeшессе, кaмaла каясса шанса. Эпe вара… – хeрарaм п?лчe сaмахне, те малалла каламалла-ши малалла е ?ук-ши.

– Калaр малалла! – тeпчерe ?имун. – Ку манaн ытахальтенех кaсaкланни мар.

– Эпe парнепе киле таврaнтaм, упaшка килтеччe, к?лешме пикенчe, хaвaр aнланатaр eнтe, ?авaнпа та манaн лавккана кайса ачана вeрентекене парне туянма т?р килчe темелле пулчe. Вaл вaхaтра пирeн ачапа репетитор e?летчe, эпир упaшкапа ача вeренекен п?лeме иртсе парнене тытартaмaр. Мана шел…

– Репетитор, – ар?ыннaн сaмах п?лeнчe, – репетитор мeн ятлaччe?

– Дарья Николаевна, Даша, эпe aнлантaм эсир мeн пирки кaсaкланнине. Вaл сирeн арaму?

– Тeрeс, манaн арaмччe… – шaппaн хуравларe ?имун. – манaн арaмччe.

– Эпe сире чaрмав хушрaм? – ыйтрe Маша.

Анчах та ?имун aна итлемерe, вaл ?аврaнчe те пaрaнса пaрахса кайрe.

Принц та кирлe мар

Алёшaпа уйрaлнaранпа самай вaхaт иртрe пулин те пурнa?e питех улшaнмарe Аньaн. Тeпренчeкe ыйхa витeр нaйкaшса илсенех ура ?ине тaма васкарe вaл. Сасa кaлармасaр ачин кравачe патне пырса утиялeпе минтерне тирпейлерe, пeчeкскере ачашшaн лaпкаса илчe, унтан хaй вырaнe ?инче вaрахччен ку? хупмасaр выртрe. Тeрлe шухaш явaнать пу?ра.

Ир енне тeлeрсе кайнa пек пулчe, анчах пурпeр ?ывaрма май килмерe – e?е пу?тарaнмалла. Пу?ра вара чан ?апа??e тейeн ян-н-н илтeнет сасa. Те шaннaран ?авaн пек eнтe. «Ка?хине пит ?aмартисем те пe?ерсе тaратчe? мар-и?» – тaнлавeсене сaтaрса шухaшларe Аня аптранa енне. Унтан Ксюшaн кравачe патне ?ывхарчe. Тутлaн та канлeн ?ывaрать хeр ача, вaратма та шел. Ара, ир енне ыйхa ытла та тутлa-?ке.

– Анне, ир ?итрe те-им? – пaшaлтатрa ?ав самантра тeпренчeкe ыйхa витeр.

– Aхa, шкула пу?тарaнма вaхaт, – хуравларe вaл aшшaн.

Аня Ксюшaна тумлантарчe. «Юрать, хaть кутaнлашмасть ытти ачасем пек», – хaйне хaй йaпатрe хeрарaм. Телевизортан дктор ?анталaкпа паллаштарни кeрет хaлхана, «Вунa градус сивe, ?ур?eр енчен лaпкa ?ил. Кaнтaрла юр ?ума пултарать». Ирхи апат хы??aн Аня нимeн те манa?са юлмасть-ши тесе Ксюшaн портфельне пaхрe. Унтан кeрeкне т?меленe хушaра шкулта ашшe-амaшeсен пухaвe пуласси пирки аса илчe: «Мастертан ыйтса иртерех e?рен тухмалла», – сасaпах каларe хeрарaм.

Акa, вeсем урама тухрe?, диктор каланa пек лaпкa мар ?анталaк, сивe ?ил алхасать, пите-ку?а кастарса вeрет. Аня хeр ачан шарфне ??лерех ?eклерe. Шaнса пaсaлассинчен сыхланни аванрах, мeн каласан та. ?иллe ?анталaка пaхмасaр дворниксем подъезд ?ывaхeнчи ?улсене юртан тасата??e. Аня таврана сaнанa хушaра ун-кун кантaксенче ?утa асaрхарe, пурте e?е кайма хатeрлене??e eнтe. Теприсем вeсем пекех васкавлaн транспорт чарaнaвe патнелле ута??e.

Пeшкeнерех пынaран Аня палламан ?ынпа кaшт ?е? юлчe ?апaнасран. Ку?eсем самантлaха кaна тeл пулчe?, анчах хeрарaм чeринче темeнле хумхану ?уралчe, сывлaш п?лeнчe. Ар?ын aшшaн пaхрe ун ?ине. Ку?eнче… юрату, ?епe?лeх. ?ук ?ав, яланах тeл пулма??e ?авaн йышши ар?ынсем. Аня шак хытса тaчe, палламан ?ын ка?ару ыйтнине те илтмесeрех юлчe. Сасартaк, вунa градус сивeре те aна шaрaх пек туйaнса кайрe.

Ар?ын иртсе кайрe. Аня вара ?аплах хускалмасaр хытса тaчe.

– Анне, эпир кама-тaр кeтетпeр-и? – хeр тeпренчeкe кeрeк ?анинчен туртни кaна Аньaна тaна кeртрe.

– Мeскер? ?ук, ?ук, хeрeм, – аса илсе хирe? чeнчe амaшe.

Часах акa, амaшeпе хeрe шкула ?итрe? те алaк у?са шалалла иртрe?.

– Ырa кун пултaр, хeрeм, – ?ав самантра сывлaх сунчe аванлашса Фая аппа тасату?a.

– Ырa кун, Фая аппа, – хуллен тавaрчe Аня.

– Хeн пулe сапна, хeрeм? – шеллесе тaсрe сaмаха Фая аппа, вeренекенсен ашшe-амaшe пурнa?не пeлсе тaраканскер. Ара, у?a кaмaллa ?ынпа пурте канашлама, сaмах ваклама юрата??e.

– ?aмaлах мар eнтe, – килeшрe Аня.

– Хeр ачу санaн ырa кaмaллa, – кала?aва урaх енне пaрма тaрaшрe Фая аппа. ?авах упaшки пирки кaсaкланмасaр чaтаймарe хaй. – Алёшка килкелет-и?

– Хaш чухне, – кaмaлсaррaн хуравларe, aшeнче капланса ?итнe кaмaлне пула. – E?сен, анчах, ??рет…
<< 1 ... 14 15 16 17 18 19 >>
На страницу:
18 из 19