Оценить:
 Рейтинг: 0

Юратап эп сана

Год написания книги
2019
<< 1 ... 13 14 15 16 17 18 19 >>
На страницу:
17 из 19
Настройки чтения
Размер шрифта
Высота строк
Поля

– О-о-о! Кама тeл тума килчe кунта? Ми?e хeл? Ми?е ?ул? Сана ман ?ул тeлне ??лт Турa ячe пулe ятарласа! – хыпaнса ченчe Ухвани?, капла та хыттaн кала?аканскер. – Сехет ытла та ??ретeп-и лавкка тaрaх, ниепле те парне суйласа илме хал ?итерейместeп. Пурте кaмaллa пек. Тархасшaн, пулaшсам!

?имун пeр енчен савaнчe те aнсaртран тухнa тeлпулaва, ?итменнне парне суйласа туянма пулaшма ыйтать: – Салам, Ухвани?! Эпe, акa, хамaн мaшaра валли туянтaм та eнтe. ?ырса та пачe? асaнмаллaх сaмахсем. Арaм тах?анах сeрeнмелли-пeвенмелли хатeрсем валли ?акнашкал япала шыранатчe. Килeш?ллe-и?

– Килeш?ллe пулмасaр! Питe килeшет. Чaн-чaн ылтaн арча! Юмахри евeр! Тен, манaн та ?акнашкал арча туянас? Тем вaхaтчен ??ретeп лавкка тaрaх сулланса. Хaв aнланатaн, манaн ку енeпе пултарулaх сахалтарах.

– Aнланатaп. Пeр-пeр илемлe майра тeл пулчe ку? умне, тыткaнларe? Ку аван, питe те аван! Хa?анчен хусаххaн ??реме пулать? ?улсем вeт кeтсе тaма??e… – килeшрe ?имун. – Авлантaн, пулать, мaшaрлантaн?

– Тeрeспе каласан, aнлантaн пулe, вaл хальлeхе арлa-арaмлa-ха, ?улталaк ытла пeрле пулсан та. Ытарайми хeрарaм вaл, сапaрлa, тирпейлe, ?авaнпа та парне кaмaлне кайтaрччe тетeп.

– Ку чухне мeскер тесе калама та хeн. Ку йышши арча парнелеме юрамасть пулe. Ытла та тaкаклa парне пулса тухать, – кaшт шухaшланa хы??aн чeнчe ?имун, ук?а енчен ?амрaк чухнех хытaрахччe те, ?ав-?авах юлнa пулас.

– Хакe-мeнe, темех мар! – хирe?леме пaхрe Ухвани?. – Чи малтан, вaл aна кaмaлне кайтaрччe! Эпe вeт aна тeлeнмелле капaр япала туянасшaн хыпaнса ??ретeп! Арчи вара, чaнласах хама та питe те килeшет, апла aна та килeшмелле. Вaл тивe?липе йышaнасса халех шанса тaратaп. Кaтарт-халe, хaш вырaнта туянтaн?

?имун хирe?лемерe, ертсе кайрe Ухвани?е. Лешe пeр шелсeр ук?ине кaларчe те тыттарчe суту?а. Арчи вара чaнласа та илемлe: тaп та лaп, ытти ?акaн йышши арчасемпе танлаштарма та ?ук. Пeр сaмахсaр, хaть мeнле арaмaн сeтелe ?инче те вырaнлa пуласси ку? кeрет.

– Тавтапу? сана, тусaм! Халe те тeл турaм! Эсe тeл туман-тaк, мeскер туяннa пулaттaм-ши? Эпe те сан пекех ?ыртарам-ха арча ?ине…

– Мeскер ?ыратпaр? – ыйтрe гравёр пу?не ?eклесе.

– ?ырaр, – Ухвани? шухaша кайрe, вырaнлa сaмахсем шыранчe, – «Телей сунатпaр!»

– Ара, Ухвани?, эсe парнине хaв ятaнтан ?е? парнелеместeн-им? – тeлeнсе пaхрe тусe ?ине ?имун. Тeлeнмелле ку Ухвани?, шак тeлeнмелле…

– Манaн чeрере вырaн йышaннa хeрарaм тaр пeччен мар, арлa-арaмлa, – ним пулман пекех хуравларe Ухвани?, – ?авaнпа та, упaшки тем те пeр ан шутлатaр тесе, ?авнашкал ?ырсан авантарах пулать пулe, тетeп. Мeнле те, ыйтас-тeпчес пулсан, e?ре тантaшсем парнелерe? теме пултарать.

– Ухвани?, ?авах та тепeр хутчен шутласа пaх, капла эсe хaвна патша йышши сaнарлатaн. Эпир Пeрремeш е Иккeмeш Ухвани?, патша аллинчен парнелетпeр тенeн…

– Эсe тeрeсне калатaн. Манaн вара пу?а та килмерe ку шухaш. Атя-ха, шутласа пaхар иккeн, – ?aмaллaнах килeшрe юлташeн сeнeвeпе ар?ын.

Пилeк-ултa минутласа шутланa хы??aн, «Телей сунса!», тесе ?ыртарма килeшрe?.

Гравёр хaйeн e?не аван пeлнeрен тата кaмaлланaран-ши, ?авaнтах ?ырса пачe те ар?ынсем суту-ил? ценрeнчен тухрe? урама.

– Эпe тепeр ?ирeм-?ирeм пилeк минутран унпа тeл пулатaп, -терe Ухвани?. – Паянах, вaрах вaхaта тaсмасaр, парнелетeп. Ыранхине те килет тeл пулма, те ?ук. Хaв aнланатaн. ?ав тери те йывaр, хeрарaм пeр санaн ?е? марне йышaнма. Ыранхине пра?ник, пра?нике вара ?емьесемпе ирттере??e, кил-йышсемпе.

– Ара, Ухвани?, енчен те пeр-пeрне ?ав тери кaмaлласан, вaл вeт уйрaлма та пултарать упaшкипе. Халe ку енчен йывaрлaхсем ?укпа пeрех. Кун ?инчен эсe унпа сaмах хускатман-и? – кaсaкланса ыйтрe ?имун.

– Кала?масaр, пeрре ?е? мар кала?нa. Анчах та, вaл уйрaлса кайма килeшмест. Темeнле-тeр йывaрлaх пур терe ман, кун пирки сaмах хускатсан, енчен те эпe ?ине тaрас пулсан, урaх нихa?ан та курaнмастпaр пeр-пeринпе…

– Пулать eнтe кунашкал e?-пу?. Aнa?у сунатaп! Манaн вара e?е утмалла. Сехет ка?хине саккaрсaр та киле таврaнма пулмасть

Пра?ник умeн хуть a?та та тeркeш пулать, ?имунaн та e?eнче ?авaн пекех килсе тухрe. E? туни те ?ук, шавe вара… Пурте пра?нике хатeрлене??e те, офис e?ченeсем вара ытларах хeрсем. ?имун мeнле килне лекме чaтaмсaррaн васкасассaн та, арaма парнепе тeлeнтерес шутпа, унaн ку?eсенче тeлeнтер? туйaма сaнас тесе, ?авах та сакaр сехет ?итмесeр тухмарe.

E? кунe вe?ленсенех машна ?ине ларчe те мотора хускатрe. Тепeр ?ур сехет, вaл килте те пулать. Савaнa?лa туйaм! ?имун хуть хa?ан та васкамасaр, типтерлeн суйлать парнене. Кашнинчех вaл тeлeнтермелле парнесем тыттарать арaмне, Даша та хапaлласа савaнса йышaнать вeсене, тирпейлeн упрать.

?имунaн хваттер у??и пур та, ?авах та хальхинче вaл унпа усa курма васкамарe. Унaн ятарласа шaнкaравлас килчe, Даша хaй аллипе хaй у?тaр тесе. Вaл хaйсен хутне ?итрe те алaк шaнкaравeн т?ми ?ине пусрe. Анчах та никам та васкавлaн алaка у?акан пулмарe. Кaмaл кимелсе кайрe, ?eтрe. A?та пулма пултарать Даша?

Алaка хaйeн у??ипе у?рe те шалалла иртрe, ваннaй п?лeмeнчен шыв шaнкaртатни ?итрe хaлхине. Арaмe ваннaй п?лeменче чухенет иккен, пeр умкай темeнле юрa юрлать. Кашнинчех ?апла вaл, ч?хенет, ?авaн май юрa шaрантарать. ?мун алaк патне ?ывхарчe те, алaка кaшт ?е? у?са:

– Чунaм, эсe часах-и, – тесе ыйтрe.

– Часах, – хирe? чeнчe арaмe.

?имун парнене кaларчe, хуплашкине салтрe те сeтел ?ине вырна?тарас терe ?ывaракан п?лeмре. Анчах та… П?лeн алaкне у?рe кaна, хытса кайрe ку? умне тухнинчен. Сeтел ?инче унaнни пекех арча ларать. Пeтeмпе ун йышшиех!

?имунaн ку?eнче хуралса кайрe, савaнa?лa туйaм ?авaнтах сирeлчe. ?ырни те арча ?инче, вaл курниех. Часах арaмeн ура сассисем илтeнчe?. ?имун хaвaрттaн хaйeн парнине кравать айне чикрe.

– Манaн парнене сaнатaн-и? – ыйтрe Даша ?eклен?ллeн, ара, халe ?е? ч?хенсе тухрe те, кaмaл ?уллe шайра. – Куна паян e?ре пра?ник ячeпе парнелерe?.

– E?ре? – ?иллесeн ыйтрe вaл, ара, аса килчe-?ке мeнле вaл ?унатланса киле e?рен васкани, арaмне савaнтарас шутпа. Вaт, вe?се ?крe те! Вaт, Ухвани?! Вaт вeри ?eлен!

– Мeскер вара апла мар? Сана килeшмест-и? Ку вeт эпe eмeтленнe арча, астaватaн-тaр суту-ил? ценрeнче, парнесен уйрaмeнче вaрах вaхaтччен сaнаса тaтaм aна, пaрахса кайма хал ?итермесeр. Манa?рaн та-и?

Мeскер калас? Астaвать eнтe, питe аван астaвать. Астaвать ?акa арча хакне те. Ку йышши парнене e?ре никам та парнелес ?ук. Ун йышши парне мар. Хaй мeскер хaтланнине тав?aрса ?итермесeрех, шкаф патне ?ывхарчe те, шалтан курткaна илсе тумланчe.

Тумланчe те ?ав-?авах хaй хaтланaвне тав?aрса ?итермесeр тула тухрe, алaка та хы?eнчен у?a хaварса. Мeншeн ?авaн пек хaтланчe? Даша аптраса тaрса юлчe п?лeмре йeпе ???eсемпе. Хы?eнчен ?е? кaшкaрчe: ?имун! Эсe a?та каятaн?

Чaннипе те, a?та? Кайма унaн вырaн ?ук. Ашшe-амaшe ялта, тус-тантaшсем ?укпа пeрех. Кутaн таврaнма та кaмaл туртмарe. Ирччен хула тaрaх ярaнса ??рерe. Ир ?инчен, ыйхa ?авaрмасaрах, Даша телефон шaнкaравланине илтрe:

– Иванов Семён Фeдоровича пeлетeр-и эсир? – ыйтрe? кeп?eре ?епe? сасaпа. Сасси ?епe? те, темeн чун-чeрере аванмара хускатрe-вaратрe.

– Пeлмесeр, манaн упaшка-?ке!

– Вaл пульниццара. Аварие лекнe. Операци ирттертeмeр. Хaрушлaх ?ук. – Телефон кeп?ине вырaнне хучe?.

Даша пур eмeт шухaшeсене манa?тарса, хaвaрттaн тумланса чупрe пульниццана. ?имуна палатaна ку?арма та eлкeрнe. Икe урине те гипс хунa.

– ?имун! Мeнле капла пырса тухрe? – мeн пултарнa таран, чeнчe Даша.

– Тархасшaн, ?ухал ман умран! Манaн сана курас та асaнас та килмест, – сaмах чeнме йывaр та, анчах ?имун вaй-халне пухса каларe. – Кай кунтан!

– Эсe мeскер кала?атaн? Мeн пырса тухрe санпа? Эпe ни?та та каймастaп! – анчах та упaшки урaх нимeн те чeнмерe. ?имун ?умeнчи т?ме ?ине пусрe те, медсестра килсен, арaмне aсатса ямашкaн ыйтрe. Дашaн сaн-пичe ?инче тeлeнтер?, ?ухалса кайнa туйaм палaрчe. К?рен?пе килсе тухнине йышaнманни те палaрчe, ?авaнпа та, тен, медсестра ун ?ине пaхса илчe те, ?имуна арaмне палатaра хaварма ?кeтлесе пaхрe. ?авах ар?ын хaй сaмахe ?инче тaчe.

?авах та, ?имун сываличчен ??рерe Даша пульницана. Упaшки aна курсанах тепeр енне ?аврaнса выртса ыйха путнaн, нимeн те чeнмерe. Мeскeн хeрарaм мeншeн вaл ?апла хaтланнине ?ав-?авах ниепле те aнкартса илеймерe.

Пeр кунхине вара, Даша пульницана килсен, палатaра упaшки вырaнe пушa пулнине курсан, кaшт юлчe ураран ?кесрен. Ара, пульницара вырaн ахальтнех пушанмасть: е ?ын сывалса тухнa е… вилсе кайнa.

– Сире пулaшу кирлe мар-и? – ыйтрe медсестра ?ывхарса. Вaйпах тенe пек, лaплантарма тару пачe.

– Манaн… упaшка… a?та? – тинех ыйтма пултарчe Даша.

– Иванов ?имун-и?

– Aхa.

– ?имуна ви?мине кaнтaрларан кaларчe?. Эпe вaл килте арaмeпе киленет пулe теттeм eнтe, ?авах та ви?e уйaх сахал вaхaт мар, – нимeн пулман пекех хирe?лерe медсестра.

Даша кaна хирe? нимeн те чeнмерe. Пу?не усса тухса кайрe пульницаран нимeн шутлама аптраса. Киле таврaнман, тен, тaван ялне ?ул тытнa? Апла тесен те, хыпарламасaр хaварман пулeччe, тесе шухaшларe Даша ?ул тaрaх утнa май. Темeн шутламалла халe.
<< 1 ... 13 14 15 16 17 18 19 >>
На страницу:
17 из 19